Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чун сасси

Этем кун-ҫулӗн ӑрасналӑхӗ пекех литература пултарулӑхӗ те кашни ҫыравҫӑн тӗрлӗрен, хӑйне евӗр: пӗрин ҫӑлкуҫ таппиллӗн — тӑруккӑн-хӑюллӑн ҫӗкленет, теприн, ҫуллахи каҫ тӑнӑҫлӑхӗ евӗр, шӑппӑн-шӑппӑн сӑрхӑнса тухать, виҫҫӗмӗшӗн васкамасть, хӑйне вӑрахчен палӑртмасть, каярахпа тин сасӑ парать...

Чӑнах, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхне кам пӗлсе-ӑнкарса пӗтертӗр. Зоя Сывлӑмпи, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тури Ҫӗрпӳкассинче ҫуралса ӳснӗскер, чунӗнчи поэзи туйӑмне ҫамрӑклах туйнӑ-ха, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула, тен, пурнӑҫ йывӑрлӑхӗ-инкекӗ пусарса тӑнӑран, ӑна ҫийӗнчех ирӗккӗн аталанма ҫул парайман. Вӑтам шкул хыҫҫӑн Шупашкарта профтехучилище, электромеханика техникумӗ пӗтернӗ, приборсем тӑвакан заводра ӗҫленӗ. 1987 ҫултанпа — «Чӑвашкабель» заводра лаборант-сӑнавҫӑ.

Поэзи таппи вара? Вӑл лӑпланман, хӑйӗн ҫинчен асаилтерсех тӑнӑ, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пынӑ. Вара пӗррехинче ӑшра капланнӑ шухӑш-туйӑмсене юратнӑ кайӑксене вӗҫтерсе кӑларнӑ евӗр ирӗке кӑларса, хӑй калашле, «сӑва шӑрҫине» пӗрин хыҫҫӑн теприне пухма пуҫланӑ.

Зоя Сывлӑмпин уҫӑмлӑ та янкӑс сасси вулакансем патне хӑвӑрт ҫитрӗ.
Чи малтанах эпӗ унӑн юрату лирикине палӑртасшӑн. Вӑл таса та хӗрӳллӗ, ҫӗкленӳллӗ те сапӑр, ӑшӑ та тунсӑхлӑскер. Зоя Сывлӑмпин (хушма ятне ахальтен илмен-тӑр ҫапла!) пӗтӑм пултарулӑхне витернӗ вӑл, унӑн тӗп туртӑмӗ-сулӑмӗ пулса, хӑйӗн илемӗпе, тӳрӗлӗхӗпе, янӑравлӑхӗпе кашни хайлавне витӗм кӳрет.

— Сӑвӑ-юрӑ маншӑн — пурнӑҫ тӗрекӗ, вӑл тӳсӗмлӗх, вӑй-хал парать, йывӑрлӑха ҫӗнтерме, шанӑҫа ӳстерме пулӑшать, — тет Зоя Леонидовна.

Мана сӑвӑҫ пултарулӑхӗн ытти енӗсем те савӑнтараҫҫӗ. Ку вӑл чи малтанах — унӑн публицистикӑлла шухӑш-кӑмӑлӗ. Автор юрату сӑввисенче те икӗ ҫын хутшӑнӑвӗпе кӑна ҫырлахмасть, пурнӑҫа, туйӑм тӗнчине тарӑнрах кӗме, пулӑмсене анлӑрах кӑтартма тӑрӑшать. Хайлавсене пӗтӗмлетӳлпӗ, философиллӗ шухӑшсемпе пуянлатать.

Ҫӗр ҫинче ҫук нимӗн те яланлӑх,
Мӗн пурри килет вӑхӑтлӑха.
Умӑнта мӗн пур — йӑлтах пуянлӑх,
Пурӑнма пӗлни нимрен паха.

Зоя Сывлӑмпи — Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн тата Хӗрлӗ Чутайсен Шупашкарти ентешлӗхӗн Петӗр Ялкир ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ.

Сӑвӑҫа юбилей ячӗпе саламласа малашне те хастар, тухӑҫлӑ ӗҫлеме, вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе, кӗнекесемпе савӑнтарма ырӑ сунас килет.

Аркадий Казанов
«Тӑван Атӑл», 2010, 06.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-21 12:56:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6227 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем